Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветеран 102 çулпа пырать

Ветеран 102 çулпа пырать

Паянхи кун районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă пĕртен-пĕр ветеран-фронтовик — Илья Степанович Волков (Чăваш Тăрăмĕ) пурăнать. Вăл 1921 çулхи августăн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ.

Илья Степанович 1940 çулхи сентябрь уйăхĕнче çар ретне тăнă. Латви ССРĕнчи Либава хулинчи 281-мĕш стрелоксен полкне лекет вăл, 9 уйăхран вăрçă пуçланать. Илья Степанович малтанхи çапăçусенчех аманать. Хулари госпитале сипленме вырттараççĕ салтака, анчах хулана нимĕçсем пырса кĕрсен аманнисене сывалнă-сывалман лагере хăваласа каяççĕ.

Илья Степановичшăн чĕр тамăк пуçланать кунта. 1945 çулхи апрель уйăхĕнче пирĕн çарсем лагерьти салтаксене тыткăнран хăтараççĕ. Илья Волков рядовой Германире 5-мĕш Армин 1054-мĕш стрелоксен полкĕнче службăна малалла тăсать, Аслă Çĕнтерĕве Германире кĕтсе илет. 1946 çулхи юпа уйăхĕччен хĕсметре тăрать вăл. Киле таврăннă чух вĕсен чаçĕнчи салтаксене Германинчи ăратлă лашасене Белоруссине илсе çитерме приказ параççĕ. И.Волков хăй тăватă лаша илсе çитерме пултарать. Приказа пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăнать.

Мирлĕ вăхăтра Чăваш Тăрăмĕ ялĕнчи «Авангард» хуçалăхра 1960 çулччен счетоводра тăрăшать вăл. Унтан Елчĕкри тĕп статистика управленийĕнче бухгалтер ĕçне пурнăçлама шанаççĕ ĕнерхи фронтовика. Пĕр хушă Елчĕкри сĕт-çу заводĕнче экономистра та ĕçлет. 1963-1976 çулсенче «Авангард» колхозра бухгалтерта, 1976-1979 çулсенче ферма заведующийĕнче, 1979 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозникра тăрăшать.

1947 çулта çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе Евгения Гавриловнăпа 6 ача çуратса ỹстернĕ, халĕ 13 мăнукĕпе тата 16 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. 102 çулпа пыракан ветерана хальхи вăхăтра Ирина хĕрĕ пăхать.

Галина МАЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code